Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра çитес кунсенче ăшăтать

Эрне вӗçӗнче республикăра ăшăтаса, çӗнӗ эрне пуçламăшӗ çумăрсăр пуласса пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗ.

Паянпа ыран регионта вырăн-вырăнпа çумăр çăвать. Эрнекун çурçӗр-хӗвеланӑç енчен вӗрекен çил çекунтра 15–17 метр таран вӑйлăланма пултарать. Çӗрле сывлăш температури 8–14 градусран ытла хăпармӗ. Августӑн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла 14 градусран пуçласа 19 градуса çитет, шӑматкун кăшт ӑшӑрах пулать — 18-тан 23 градус таран.

Синоптиксем пӗлтернӗ тăрăх августӑн 18-мӗшӗнче, циклон тухӑçалла куçсан та çанталӑк улшӑнмӗ — çумӑр çусах тăрӗ. Çӗрле сывлăш температури 10 градусран пуçласа 15 градус таран, кӑнтӑрла 19–24 таран хӑпарӗ.

Çӗнӗ эрне пуçламӑшӗнче кăнтăрла сывлӑш температури 20-25 градус пулать. Августăн 19-мӗшӗнче те çумӑр çăвать, çапах ытларикун çумăрсӑр пуласа шантараççӗ синоптиксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода