Тутарстанра çӳллӗ технологиллӗ тепӗр ферма пулать
Çӗнӗ йышши фермăна выльăх шучӗ чакса пыракан Çӗнӗ Шуçăм районӗнче (Черемуховски ял хутлăхӗн территорийӗнче) лартма планлаççӗ. 2,5 пин пуç ӗне вырнаçмалăх пулӗ вăл. Пӗтӗмпе çак проект çине 2 – 2,5 миллиард тенкӗ яма хатӗрленеççӗ. Кун çинчен журналистсене район администрацийӗн пуçлăхӗ Егор Тарнавский пӗлтернӗ.
Ун сăмахӗпе, пысăк селекци центрӗ пулӗ вăл. Ку енӗпе Мускаври наука центрӗпе килӗшӳ та тунă, ӗне сумалли зал валли оборудовани туяннă. Проекта пурнăçа кӗртме ют çӗршыв инвесторӗсене явăçтарӗç.
Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, фермăн строительстви 2026 çулхи май уйăхӗнче пуçласа 1 – 1,5 çулталăкра вӗçлеме планлаççӗ. Çӳллӗ технологиллӗ ферма халăха çӗнӗ 100 ӗç вырăнӗпе тивӗçтерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев