Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ӗçсӗррисен шучӗ чакнă

2023 çулхи сентябрь вӗçне Тутарстанра ӗçлӗх службин органӗсенче 6741 ӗçсӗр çын регистрациленни паллă. Ку, пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, икӗ хута яхăн сахалрах. Татарстанстат даннăйӗсемпе, пӗлтӗр ӗçсӗррисен шучӗ 12227 çын пулни паллă.

Федерацин Атăлçи округӗнчи ытти регионсенче ӗçсӗррисен шучӗ Тутарстанринчен ытларах та иккен: Пушкăртстанра – 14,9 пин çын, Пермь крайӗнче – 8,7 пин, Самар облаçӗнче – 8,3 пин, Оренбург облаçӗнче – 7,5 пин, Чулхулапа Саратов облаçӗсенче – 6,8 пиншер. Пурӗ Атăлçи регионӗсенче ӗçсӗррисем 84 пин ытла çын шутланаççӗ.

Тутарстанра ӗçсӗрлӗх шайӗ чакни производство анлăланнипе, предприятисен заказӗсем ӳснипе, импортозамещени технологийӗсене ӗçе кӗртнипе, тӗрлӗ услугăсен сфери аталаннипе çыхăннă. Çӗнӗ ӗç вырăнӗсене кадрсем кирлӗ, çавна пула ӗçсӗрлӗх чакнă та.

Ӗçпе тивӗçтерекен центрсем кăçал ӗç шыракансенчен 70 процентне пулăшнă. Тутарстанри предприятисемпе организацисем 34,3 пин ваканси сӗнеççӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев