Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра грипран прививка тăвасси малалла тăсăлать

800 пин ытла çын грипран прививка тунă.

Медицина ĕçченӗсем хушшинче вакцинаци тумалли плана тултарнӑ, ку эрнере анне пулма хатӗрленекен хӗрарăмсене вакцинаци тӑвасси вӗçленет. Кун пирки ТР Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп эпидемиологӗ Дмитрий Лопушов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.

«Вакцина халӑхӑн пур категорийӗ валли те пур. Поликлиникӑсенче вакцинаци малалла пырать. Ĕçлекенсене меллӗ пултӑр тесе, прививка тума медицина ĕçченĕсем  ĕç вырăннех килме пултараççĕ. Анчах та прививка тăвас тесен çынсен шучĕ 15–20 çынран кая пулмалла мар», — тесе пӗлтернӗ Дмитрий Лопушов.

Çавӑн пекех, 20 пин ытла çын грипран, 2500 çын – пневмокок инфекцийĕнчен мобильлӗ пунктсенче вакцинаци иртнӗ.

Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина палӑртнӑ тăрăх,  халӗ прививка тумашкӑн чи лайӑх вӑхӑт, мӗншӗн тесен иммунитет йӗркеленме 14 кун кирлӗ. Хальлӗхе поликлиникӑсенче çын сахал, кайса прививка тума пулать. Вакцинаци тутарма хăвăрпа пӗрле паспортпа медицина страхованийӗн полисне илмелле.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: прививка