Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ятарлă çар операцине контрактпа каякансен тӳлеве 2 миллион таран ӳснĕ

Сентябрĕн 2-мӗшӗнчен Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт тăвакансене 2 миллион тӳлеме йышăннă. Ку тӳлев Раççейре чи пысăккисенчен пĕри. Ăна ятарлă çар операцине каякансене тата вĕсен çемьисене тĕрев парас тесе ӳстернĕ.

«Эпир сирĕн умăрта пысăк парăмра. Хăвăр пурнăçшăн хăрамасăр, эсир Тăван çĕршыва хӳтелетĕр, пире мирлĕ пурнăçпа пурăнма май паратăр», — палăртнă ТР Раисĕ Рустам Минниханов нумаях пулмасть СВО-на хутшăнакансемпе тĕл пулсан. 

Тутарстанра контракт тăвакансем пӗр хутчен çакăн пек тӳлевсем илме пултараççӗ: 1,3 миллион тенкӗ — Тутарстан Республикинчен, 400 пин тенкӗ — РФ Оборона министерствинчен тата 300 пин тенкӗ таран —муниципалитетсенчен. Тӳлеве республика çыннисем кăна мар, ытти регионтан тата çĕршывран килнисем те илме пултараççĕ. Вĕсене çул укçипе тата вăхăтлăх пурăнма вырăнпа та тивĕçтереççĕ. Ют çĕршывран килнисене Раççей гражданлăхне илме пулăшаççĕ. 

Укçа тӳленисӗр пуçне контрактниксене республикăри тата федераллă шайри çăмăллăхсем парăнаççӗ,  вĕсене çар тумӗпе, ытти хатӗрсемпе туллин тивӗçтереççӗ.

Предприятисем хăйсен контракт туса СВОна кайнă ӗçченӗсен ӗç вырăнне упраса хăвараççӗ, шалу тӳлеççӗ, мӗн кирлипе пулăшаççӗ. Вырăнти влаçсем вара вӗсен çемйисене пулăшса тăраççӗ. 

Аса илтеретпӗр, контракт службипе çара каяс кăмăл пулсан, кун пирки тӗплӗнрех 117 телефонпа шăнкăравласа, Хусанти «Батыр» центра е çывăхри хуть мӗнле çар комиссариатне килсе пӗлме пулать. 

 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #служба по контракту