Тутарстанра иккӗмӗш миллион тонна тырӑ пухса илнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра иккӗмӗш миллион тонна тырӑ пухса илнӗ

Çӗр ӗçченӗсем августăн 26-мӗшӗ тӗлне 2 миллион тонна тырра пухса кӗртнине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç республикăра 30 центнер. Теччĕ районĕн хăш-пĕр хуçалăхĕсенче ку кăтарту 42,5-ĕ çитнĕ. Лидерсен шутне Мензеле, Аксу тата Тукай районĕсене кĕртме пулать, вĕсенче вăтам тухăç 36,7 центнертан иртнĕ.

Республикăн 43 районĕнче паянхи куна вырма малалла пырать.


Сельское хозяйство

Нет комментариев