Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ҫил вӑйӗнчен энерги илме хатӗрленеҫҫӗ

Инвесторсем ветропарксем тума Тутарстанри темиҫе вырӑна тӗпчеҫҫӗ

Республикӑри пӗрремӗш ҫил паркӗсене ҫитес ҫул тума тытӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫак прогноза Тутарстанӑн промышленноҫпа суту-илӳ министерстви Альберт Каримов журналистсене пӗлтернӗ.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра инвесторсем ветропарксем тума Тутарстанри темиҫе вырӑна тӗпчеҫҫӗ. Ҫил генераторӗсенчен кашнийӗ 60-тан пуҫласа 200 мегават таран хӑватпа энерги памалла.
"Ҫак йышӑнусене 2021 ҫулта тӑвасса шанса тӑратпӑр. Малалла патшалӑх тӗревӗн майӗсене палӑртатпӑр. 2021-2022 ҫулсенче строительство пуҫланать",– тесе пӗлтернӗ Каримов.
Ҫил гегеоаторӗсен инвесторӗсем пулма  темиҫе структура пултарать:  Enel, Fortum тата Росатом.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев