Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра искусствӑлла интеллект пулӑшнипе кунне 600 яхӑн патологи тупса палăртаççӗ

Тутарстан опычӗпе тата пилотлă проекчӗпе паян ытти регионсенче те. Вăл юн çаврӑнӑшӗн системин чирӗсемпе аптракансене вăхăтлă тупса палӑртма, вилеслӗх шайне чакарма май парать.

Искусствӑлла интеллект пулӑшнипе кунне 600 яхӑн патологи тупса палăртаççӗ. Раççейӗн Сывлӑх сыхлав министерствин ИИ-е сывлăх сыхлава кӗртессине халалланă анлӑ канашлӑвӗнче Тутарстанăн Сывлӑх сыхлав министерствин «Единый кардиолог Республики Татарстан» проектне  чи ăнăçлисенчен пӗри тесе палăртнă, пӗлтерет «Татмедиа» Республикăн пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин пресс-служби.

Сăмах май, «Единый кардиолог Республики Татарстан» республикӑра шутласа кăларнă информаци системи пулса тăрать. Вӑл чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмне диагностикине тума усӑ куракан медицина оборудованийӗн даннӑйӗсене пӗрлештерет. Программа пӗтӗм республикипех илсе пыракан тӗпчевсене упрама тата вӗсемпе усă курма майсем туса парать: пысӑк клиникӑсенчен пуçласа инçетри район больницисемпе фельдшерпа акушер пункчӗсем таранах.

Паяна ку системăпа электрокардиографин 2500 ытла аппаратне (ЭКГ) тата патшалӑхӑн пӗрлехи информаци тытӑмне кӗрекен çӗршер  диагностика хатӗрне çыхӑнтарнӑ. Çакӑ кардиограммӑсене хӑвӑрт пăхса тухма май панисӗр пуçне консультацисене онлайн ирттерме, пациентсен пӗрлехи регистрӗсене йӗркелеме пулăшать. ЭКГ-ăна тишкернӗ чух искусствӑлла интеллектпа усӑ кураççӗ, вӑл специалистсене пациентсен пурнӑçӗшӗн хӑрушӑ самантсене палăртма май парать.

Федераци шайӗнчи ертӳçӗсем палăртнă тăрăх, Тутарстанра  сывлӑх сыхлав цифровизацийӗпе тата искусствӑлла интеллектпа усă курас енӗпе пысăк проектсем пурнăçланса пыраççӗ. Çавсен шутӗнче:

- талăкра ИИ 10 000 яхӑн тӗпчеве тишкерет;  

- 12 миллион ытла ЭКГран тăракан база йӗркеленӗ — çӗршывӗпе те чи  пысӑкки;

- 2016 çултанпа тӗрлӗ патологисемлӗ 82 000 пациента диспансер учетне илнӗ;

- ИИ пулăшнипе кунне 600 яхӑн патологие тупса палӑртаççӗ;

- детализациленӗ мониторинг системине кашни ФАПа кӗртнӗ, çав шутра реальлӗ вăхăтра ӗç процесӗсене тӗрӗслесе тăрассине те.

Тутарстан опычӗпе тата пилотлă проекчӗпе паян ытти регионсенче те, сӑмахран, Киров тата Тамбов облаçӗсенче, усӑ кураççӗ. Вăл асăннă регионсенче юн çаврӑнӑшӗн системин чирӗсемпе аптракансене вăхăтлă тупса палӑртма, вилеслӗх шайне чакарма май панӑ.

Халӗ çак ӑнӑçлӑ опыта малалла ытти регионсене сарассине сӳтсе яваççӗ. Экспертсен шухӑшӗпе, ку «Продолжительная и активная жизнь» нацпроектăн «Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе кӗрешесси» федераци проекчӗн задачисене те пурнăçлама пулăшать.  

 Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Альмир Абашев сăмахӗпе «Единый кардиолог Республики Татарстан» вăл  ЭКГ анализӗн инструменчӗ кӑна мар. Вăл кардиологи пулӑшӑвӗн проактивлӑ тытӑмне йӗркелемелли никӗс. ИИпе усă курни вара чире малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма, пациентсене йышăнассине лайăхлатма тата  республикӑра пурӑнакансен пурнӑçне сыхласа хӑварма пулӑшать.

Сăнӳкерчӗк «Татмедиа» Республикăн пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин пресс-службин. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здравоохранение