Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра куçса çӳрекен «Паттăрăн ашшӗ» фотокурав кашни района çитет

«Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗ, «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗ, Республикăри «Аттесен Канашӗ» тата «Офицерсен арăмӗсемпе çар çыннисен çемйисен союзӗ» тӗрев панипе республикăра «Паттăрăн ашшӗ» проект хута кайнă


 
«Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗ, «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗ, Республикăри «Аттесен Канашӗ» тата «Офицерсен арăмӗсемпе çар çыннисен çемйисен союзӗ» тӗрев панипе республикăра «Паттăрăн ашшӗ» проект хута кайнă. Куçса çӳрекен фотокурав çулталăк вӗçлениччен республикăн кашни районне çитмелле. Экспозицире – Тутарстанăн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 45 аттен сăнӳкерчӗкӗ.
Икӗ комплектран тăнипе курав харăсах икшер районта ӗçлет. Кашни районта экспозицие вырăнти СВО паттăрӗсен ашшӗсен сăнӳкерчӗкӗсем хушăнаççӗ.
 Портрет çинчи аттесем ывăлӗн сăнӳкерчӗкӗпе, тумӗпе, беречӗпе, наградисемпе. Аялта вара тӗпренчӗкӗ çинчен хăйсем каланă чи кирлӗ сăмахсем.
Куравпа нумай район паллашма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, çав шутра Теччӗ те. Палăртса хăварар, экспозицире Çармăс ял чăвашӗн, Раççей Геройӗн Михаил Марцевăн ашшӗн Николай Петрович Марцевăн портречӗ те пур. 
РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова курав ӗçне муниципалитетсене хастартарах хутшăнса патшалăх наградисене тивӗçнӗ СВО паттăрӗсен ашшӗсен портречӗсене хатӗрлеме ыйтнă. 
«Паттăрăн ашшӗ» фотокурав декабрь уйăхӗнче Лениногорскпа Пӗкӗлмере вӗçленет. Проекта Хусанта 1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин музей-мемориалӗнче экспозицин электронлă версийӗн презентацийӗпе пӗтӗмлетӗç.
 

Е.Калашникова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ГодЗащитникаОтечества