Тутарстанра Луганск çамрăкӗсем пӗрлӗх кӗперне хываççӗ
Ноябрӗн 6 – 13-мӗшӗсенче Хусанта «Мост единства» форум иртет. Вăл Тутарстанпа Луганскăн çамрăк специалисчӗсен ӗçлӗ çыхăнăвӗсене аталантарма пулăшӗ. Мероприятире Луганскпа Тутарстанăн 40-шер çамрăк специалисчӗ пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗç, туслă çыхăнусем йӗркелесе пӗрлехи проектсем хатӗрлесе пурнăçа кӗртӗç.
Вӗсем икшерӗн ӗлӗç. Калăпăр, вырăс чӗлхи вӗрентекенӗсем вӗрентӳ методикине тишкерӗç, патшалăх служащийӗсем управлени ыйтăвӗсене пăхса тухса эффективлă йышăнусем мӗнле тумаллине сӳтсе явӗç.
Форум çамрăкӗсене анлă культура программи те кӗтет. Хусанăн паллă вырăнӗсенче экскурсипе пулса курӗç, наци апат-çимӗçне тутанӗç тата спорт мероприятийӗсене хутшăнӗç.Чи пӗлтерӗшли вара хăнасем Тутарстан çамрăкӗсен инновацилле стартапӗсемпе паллашни, хакатонсемпе пултарулăх ӗçӗсене хăйсем хутшăнни.
ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗн Софья Галиева – Мустафина сăмахӗсемпе, «Мост единства» форум питӗ кирлӗ пуçару, регионсен çамрăк специалисчӗсене вăрах вăхăт пӗрле ӗçлеме условисем туса пани. Чи лайăх проектсене пурнăçлама укçа-тенкӗпе пулăшнисӗр пуçне çӗршывӗпех сарма пулăшӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев