Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра наци проекчӗ шайӗнче 8,3 миллиард тенкӗлӗх çулсене юсанă

Кăçал «Безопасные качественные дороги» наци проекчӗ валли Тутарстанра 8,3 миллиард тенкӗ уйăрнă. Укçана, тӗпрен илсен, хула çывăхӗнчи çулсене тытса тăма янă. Кун пирки «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министрӗн çумӗ Артем Чукин пӗлтерчӗ.

«Пӗтӗмӗшле 8,2 миллиард тенке çул-йӗр ӗçӗсене тума, 141,5 миллион тенкине – Хусанта тата Çырчаллинче интеллектуаллă транспорт системисене ӗçе кӗртме уйăрнă», – каласа пачӗ Артем Викторович.

Тума планласа хунă регион çулӗсем çинчи ӗçсене пур 53 объектра та вӗçленӗ. 70 километра яхăн çухрăм çула юсама 2,2 миллиард тенкӗ тăкакланă. Министрăн çумӗн сăмахӗсемпе 2017 çултан пуçласа наци проекчӗ шайӗнче пурӗ 67,8 миллиард тенкӗ уйăрнă, вӗсенчен 40,7 миллиард тенки  федераллă бюджетран кӗнӗ. Çак вăхăт хушшинче 8354 километр çула юсанă, 812 километр çула çӗнӗрен тунă. 

Хусанта нацпроектпа 1,3 миллиард тенкӗлӗх çулсене юсанă. Ӗçсене 16,2 çухрăм тăршшӗ 11 объектра ирттернӗ. Сăмахран, Ибрагимов проспектне Восстани урамӗнчен пуçласа Воровски урамӗ таран, Гаврилов урамне  Маршал Чуйков   урамӗнчен пуçласа  Ямашев проспекчӗ таран, Копылов урамне  Тэцевски урамӗнчен Воровски урамӗ таран юсанă.

Çырчаллинче 12,4 çухрăм тăршшӗ виçӗ объекта юсама 1,2 миллиард тенкӗ уйăрнă. «Пӗр объект – Çырчалли-Водозабор тепӗр çула куçать, унта ӗçсене çитес çул малалла тăсӗç. Нацпроекта пурнăçланă тапхăрта пурӗ 330 çухрăм ытла çула юсанă», – пӗлтерчӗ Артем Чукин.

Анат Камăра кăçал 7,9 çухрăм тăршшӗ виçӗ объектра юсав ирттернӗ. Пӗтӗмпе вара агломерацире нацпроекта кӗртнӗренпе – 2019 çултанпа – 43 çухрăма яхăн çул юсанă.

Унсăр пуçне республикăра кăçал 19 кӗпере юсанă. Çак тӗллевпе 2,7 миллиард тенкӗ уйăрнă.

«27-рен юлнă объектсене  тепӗр çул юсаса пӗтереççӗ. Пурӗ икӗ çул хушшинче регион тата муниципалитет çулӗсем çинчи кӗперсене 4 пин метра çӗнетнӗ», — пӗтӗмлетрӗ министр çумӗ.

Кăçал Раççейре РФ Президенчӗн Владимир Путин хушăвӗпе хута янă «Безопасные качественные дороги» наци проекчӗ вӗçленет. Çул çинчи юсав ӗçӗсене 2025 çулта «Инфраструктура для жизни»  наци проекчӗ шайӗнче малалла тăсӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дороги нацпроект