Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра паян «Вступай в армию Победы!» телемарафон иртет

Паян Тутарстанра «Вступай в армию Победы!» телемарафон иртет. Ăна «ТНВ- Татарстан» тата «ТНВ-Планета» телеканалсемпе пăхма пулать. Марафон 12 сехете тăсăлать – ирхине 8.00-ран пуçласа каçхине 20.00-ччен.

Çак тапхăрта студие 60 хăнаран кая мар килӗç: ятарлă çар операцине хутшăнакансем, СВО ветеранӗсен «Добробат» вокал ушкăнӗ, Тутарстан вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова, Балтасинчи волонтер мăнаккасем, медик-геройсем, волонтер ачасем, фронтра пулса курнă кушаксем тата нумай кам. Эфирта СВО зонинчи салтаксем валли хатӗрлекен тӗлӗнмелле япаласен куравне те курма пулать.

Кунсăр пуçне, паллах, куракансем çар çыннисене, вӗсен çемйисене, ветерансене паракан тӗрев пирки те тӗплӗнрех пӗлме пултараççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев