Тутарстанра паянхи кун пурӗ 275 пин инвалид пурăнать, вӗсенчен 16 пинӗшӗ – ачасем
Аслă çулти инвалидсен шучӗ çулран çул чакса пырать пулсан, ачасен хушшинче ӳсет. Сăлтавӗсем кунта тӗрлӗрен: çуралнă чух аманни, вăхăтран маларах çуралнă, виçе йывăрăшӗ килограмран та сахалрах пепкесене кювезсенче ӳстерсе çын туни, тата ытти те. Апла-и, капла-и – çуралнă-тăк пурин те, çав шутра сывлăх енчен çирӗпех маррин те, тулли пурнăçпа пурăнма ирӗк пур. Тутарстанра инвалидсен ыйтăвӗпе ведомствăсен хушшинчи канашне туса хунă. Ăна ТР Президенчӗ Р. Минниханов ертсе пырать, районсенче те канашсем пур. Декадăн мероприятийӗсен планӗпе ноябрӗн 30-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире паллаштарчӗç
TР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ тăрăх, Раççейре инвалидсен прави енӗпе конвенцие 2012 çулта çирӗплетнӗ хыççăн Тутарстанра тунă пӗрремӗш утăм вăл – «Доступная среда» программа. Унпа республикăри 921 объекта коляскăсемпе кăна çӳреекен çынсем валли меллӗ тунă.
Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем çине тимлӗх нумай-ха пирӗн, 18 çултан аслăраххисем валли сахалрах. Çавăнпа республика вӗсене социаллă адаптацилессине, профессилле пӗлӳ парассине, ӗç вырăнӗсемпе тивӗçтерессине чи кирлӗ ӗçсен шутне кӗртнӗ. Çак категорири граждансене профессилле пӗлӳ паракан учрежденисен шутне çуллен ӳстерсе пыраççӗ. Паянхи кун 86 вӗрентӳ учрежденийӗнче пурӗ çакăн пек 1815 çамрăк вӗренет пирӗн. Пӗлтӗр вӗренсе тухнă 200 çынран 147-шне ӗçе вырнаçтарнă, тепӗр 39-шӗ вӗренӗве малалла тăсать.
Ешӗлвар районӗнчи «Идель» реабилитаци центрӗ вара социаллă адаптацилессипе тӗллевлӗн ӗçлет. Кăçал республикăри психоневрологи интерначӗсенче пурăнакан сывлăх енчен çирӗпех мар 89 çамрăк виçӗ уйăх кулленхи пурнăç хăнăхăвӗсене – газ çутма, кӗпе çумалли машинăпа кӗпе çума, лавккана çӳреме тата ыттине вӗреннӗ. Реабилитаци иртекенсен хушшинче пӗр мăшăр та йӗркеленнине хавхаланса пӗлтерчӗ Э. Зарипова. Ун шучӗпе, çак икӗ çын малашнехи пурнăçра пӗр-пӗриншӗн тӗрев пулни те лайăх.
Ку категорири граждансен ăсталăхӗн конкурсне ирттерекен «Абилимпикс» халăхсен хушшинчи юхăмăн ырă ӗçне палăртрӗ вăл. «Абилимпикс» пулăшнипе республикăра 254 инвалид ӗç тупнă. Чăн та, пандемие пула, конкурса кăçал куçарма тивнӗ. Çапах та ку енӗпе 2021 çулта та ырă тӗслӗхсем çук мар, сывлăх енчен çирӗпех мар 10 çын ӗçсӗррисен йышӗнчен тухса харпăр усламçă, харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пек регистрациленнӗ.
ТР Медицинăпа социаллă экспертизăн тӗп бюровӗн ертӳçи Р.Низамов пӗлтернӗ тăрăх, ачасен сусăрлăхӗн сăлтавӗ ытларах психика, нерв чирӗсем пулсан, аслисем онкологи, юн çаврăнăшӗн, шăмă чирӗсене пула инвалида тухаççӗ. Паянхи кун республикăра социаллă пулăшу паракан 115 патшалăх учрежденийӗ вӗсене тӗрлӗ услугăпа тивӗçтерет.
Социаллă страховани кăçал кăна санаторисемпе курортсене 8800 путевка, вӗсенчен 1600-шне ачасемпе вӗсене пăхакансем валли уйăрнă. Анчах та пандемие пула нумай путевкăна каялла тавăраççӗ иккен, мӗншӗн тесен санаторисемпе курортсенче вакцинаци туманнисене йышăнмаççӗ. Йӗрке ку енчен пуриншӗн те пӗр пулни çине пусăм тусах аса илтерчӗç спикерсем.
Куратпăр ӗнтӗ, сывлăх енчен çирӗпех маррисем енӗпе республикăра декада вăхăтӗнче кăна мар, çулталăкӗпех ӗçлеççӗ. Çавах та декадăн хăйӗн мероприятийӗн планӗ те пур. Пӗтӗмпе 24 спорт мероприятийӗ ирттерме палăртнă. Чăн та, пандемие пула маларах палăртнă «Жемчужина Татарстана» фестиваль пек пысăк мероприятисене офлайн ирттерме май çук-ха хальлӗхе.
www.tatar-inform.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев