Тутарстанра пӗлтерӳ системисен хатӗрлӗхне тӗрӗслĕç
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пӗлтерӳ системисен хатӗрлӗхне тӗрӗслĕç

Раççей МЧСӗн Тутарстанри уйрăмĕ пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, октябрӗн 4-мӗшӗнче Тутарстан Республикин территорийӗнче 10:43 вӑхӑтра кӗске вӑхӑта электросирена тата радио- тата телевидени урлă: «Внимание всем! Проводится проверка готовности системы оповещения населения!» – пӗлтерӳ ярĕç.

 Ку сигнал чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухсан пӗтӗм экстреннӑй хыпарсене пӗлтерес умӗн халӑха систерме пулӑшакан асӑрхаттару сигналӗ.

Палăртса хăвармалла ыранхи  сасӑ сигналӗсем  планлă, лӑпкӑлӑха ан çухатӑр.

Сăнӳкерчӗк  mchs.tatarstan.ru сайтран. 


безопасность

Нет комментариев