Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пурăнакансен пенсийӗсене 2026 çултан индексацилеççӗ

Социаллă пенсисем апрель уйăхӗнчен 6,8 процент ӳсеççӗ.

Аса илтеретпӗр, социаллă пенси темиçе тӗрлӗ пулать: ватлăхпа, инвалидлăхпа, тăрантаракана çухатнипе тата тăлăха юлнă ачасене парăнаканни. Социаллă пенсие страхлакан пенси илменнисене параççӗ. Ăна илме 15 çултан кая мар ӗç стажӗ тата 30-тан кая мар пенси балӗ пулмалла.

Социаллă пенсисене ӳстерме ятарласа документсем тăратмалла мар, хăй тӗллӗнех ӳсет. 2026 çулта социаллă пенсин чи пӗчӗк калăпăшӗ 9424,1 тенкӗпе танлашать. Енчен те çак тӳлев пенсионерăн пӗртен-пӗр тупăшӗ-тӗк, ăна пурăнмалли минимума çитмелӗх социаллă хушма тӳлев параççӗ. Вăл Тутарстанра çитес çул 16098 тенкӗпе танлашӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев