Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТУТАРСТАНРА ПУРӐНАКАНСЕМ РАÇÇЕЙРЕ ПӖРРЕМӖШСЕН ШУТӖНЧЕ МФЦăна MAX УРЛӐ ÇЫРӐНМА ПУЛТАРАÇÇӖ

MAXăн лайӑх енӗ - вӑл интернетӑн пӗчӗк хӑвӑртлӑхӗпе ӗçленинче, çавăнпа унпа интернет çыхăнăвӗ начар ӗçлекен регионсенче пурӑнакансемшӗн те усă кураяççӗ.

МАХ проект хӳттинче МФЦ валли ятарласа чат-бот йӗркеленӗ, вӑл граждансене хăйсене хумхантаракан ыйтупа кирлӗ çӗре çырăнма, вăл е ку услуга çинчен информаци илме май парать. Кун пирки журналистсемпе тӗл пулсан ТР МФЦ патшалăх бюджет учрежденийӗн директорӗ Ленара Музафарова брифингра пӗлтерчӗ.

Тутарстан асăннă системӑна ӗçе кӗртнӗ çӗршыври пӗрремӗш çирӗм центр шутӗнче ертӳçӗ регионсен шутне кӗчӗ.

«Хусанта Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форумра Раççей Федерацийӗн Цифра аталанăвӗн министерствипе  Экономика аталанӑвӗн министерствин представителӗсем Тутарстан MAX проектпа ăнăçлă ӗçленине палӑртрӗç», – терӗ спикер.

Чат-бот граждансене МФЦăна çырăнма, çырăннă хыççăн хăйсен статусне тӗрӗслесе тăма, е çырӑннине пӑрахӑçлама, центрсен ӗç графикӗпе паллашма тата вӗсен адресӗсене тупма пулăшать.  Интерфейс (программа тытăмӗн «сăн-сăпачӗ» çинчен пырать сăмах – меню, вкладкăсем, приложенири конпкăсен вырнаçăнăвӗ, указательсем, переключательсем) ӑнланмалла, ыйтнине хăвăрт тивӗçтереççӗ, документсем хатӗррине бот оперативлӑ пӗлтерет.

MAXăн лайӑх енӗ - вӑл интернетӑн пӗчӗк хӑвӑртлӑхӗпе ӗçленинче, çавăнпа унпа интернет çыхăнăвӗ начар ӗçлекен регионсенче пурӑнакансемшӗн те усă кураяççӗ.

Унсӑр пуçне МФЦ офисӗсем эрнере 6 кун ӗçлеççӗ, çав шутра кӑнтӑр апачӗ вăхăтӗнче те. Кунне вӗсем 15 пин çынран сахал мар  йышăнаççӗ. Кӑçал кӑна граждансене 5 миллион та 500 пин тӗрлӗ пулӑшу панӑ.  

Сăнӳкерчӗк: «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин пресс-службăсемпе ӗçлекен уйрăмӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество