Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра шкул ачисен хушшинчи «Служу Отчизне! Служу народу!» олимпиади пӗрремӗш хут иртрӗ

Ноябрӗн 10 – 16-мӗшӗсенче иртнӗ «Служу Отчизне! Служу народу!» олимпиадăна Тутарстан Республикинчи 40 районтан, Хусан тата Çырчалли хулисенчен пурӗ 8 – 10-мӗш классенче вӗренекен 131 ача хутшăннă, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.

Олимпиадăна хутшăнакансен тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухма тивнӗ: карттăпа тата компаспа ӗçлеме, вӗренмелли гранатăсене ывăтма пӗлнине кăтартмалла, электронлă тирпа хими хӳтӗлевӗпе çыхăннă хăнăхусене те пӗлмелле, автомат сӳтсе пуçтарас ăсталăха та кăтартмалла, БПЛАна та вӗçтерме пӗлмелле…

Олимпиадăна ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе Республикăн олимпиада центрӗ йӗркеленӗ, вӗсене ку ӗçре Совет Союзӗн Геройӗ Б.К.Кузнецов ячӗллӗ кадет шкул-интерначӗн «ВОИН» Çарпа патриотла воспитани центрӗ тата Хусанти танк аслă çар команда училищи тӗрев панă.

Тӗрӗслевсем урлă иртнисӗр пуçне ачасем валли вӗрентӳ программи те йӗркеленӗ йӗркелӳçӗсем: олимпиадăна хутшăнакансем танк училищине экскурсие кайса курнă, тематикăллă фильмсем пăхнă, Росгвардирен мастер-класс та илнӗ.

«Служу Отчизне! Служу народу!» олимпиада пӗтӗмлетӗвӗсемпе 11 шкул ачи çӗнтерӳçӗ, 27-шӗ призер пулса тăнă. Çавăн пекех уйрăм номинацисенче те палăртнă.

 

ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев