Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ӳснӗ хăяр Раççейре чи пысăкки

Хусан çывăхӗнчи Салмачи поселокӗнче пурăнакан Эмина Вахитова пӗлтӗр хăйӗн пахчинче ӳстернӗ хăяра экспертсем официаллă майпа çӗршывăн чи пысăк хăярӗ тесе йышăнса Раççей рекорчӗсен реестрне кӗртнӗ. Çапла майпа Краснодар, Адыгея Республикин пахчаçисенчен иртсе çӗнӗ рекорд кăтартнă вăл.

Тӗрӗссипе, Эмина Вахитова рекорд лартасси пирки шутламан та. Пӗлтӗр çуркунне «Восточный деликатес» текен вăрлăха акнă. Сутма мар, çемье валли, анчах пӗр хăярӗ ыттисенчен правуртарах ӳснӗ те ӳснӗ. Пурăна киле вăл Раççейӗн чи пысăк хăярӗсенчен те иртсе каясси паллă пулнă.

«Эпӗ нумай çул парникра пахча çимӗç ӳстеретӗп. Хальхинче те ним ытлашшине туман: кăпкалатнă, сапнă, органика удобренийӗ панă. Ку хăярӗ темле урăхларах ӳснипе мӗн тăршшӗ пулать-ха тесе сăнама тытăнтăм», – тет Эмина Вахитова пахчаçă. Çапла майпа хăярӗ 93 сантиметр тăршшӗне, диаметрӗ 23 сантиметра, йывăрăшӗ 2820 грамма çитнӗ. Параметрӗсене официаллă майпа çирӗплетнине кура наци реестрне кӗртнӗ тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Маларах Адыгея Республикинчи пахчаçăсем Аурика Рехалова – 88, Татьяна Николаева – 83, Краснодар крайӗнчи Елена Агафонова 63 сантиметршар тăршшӗллӗ хăяр ӳстерсе рекорд кăтартнă пулнă. (Сăнӳкерчӗк agro.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество