Тутарстанра студентсем хăйсен жалобисемпе сӗнӗвӗсене электронлă майпа çырса хăварма пултаракан платформа тума шутлаççӗ. Çакăн çинчен журналистсене ТР Студентсен лигин президенчӗ Руфат Киямов пӗлтернӗ
«Эпир «Народный контроль» евӗр студентсем валли кăна платформа тăватпăр. Вӗсем унта кирек мӗнле темăпа та ыйту пама пултараççӗ, çавăн пекех çăхавсемпе сӗнӳсем пама», – тесе палăртнă республикăри студентсен ертӳçи. Ун сăмахӗсемпе, çакнашкал платформăна тăвассине Тутарстанра пыракан Цифровизаци çулталăкӗнче палăртса хунă. Малтанласа палăртнă тăрăх, вăл март уйăхӗнче ӗçлесе каймалла.
Нет комментариев