Тутарстанра сунар сезонӗ уçăлчӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра сунар сезонӗ уçăлчӗ

Апрелӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа ишекен кайăк-кӗшӗке тытассипе сунар сезонӗ уçăлать. Анчах кăвакалсемпе хуркайăксен аçисене кăна тытма юрать иккен.

Апрелӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа ишекен кайăк-кӗшӗке тытассипе сунар сезонӗ уçăлать, пӗлтерет ТР биоресурссемпе патшалăх комитечӗн пресс-служби. Анчах кăвакалсемпе хуркайăксен аçисене кăна тытма юрать. Сунар сезонӗ апрелӗн 29-мӗшӗччен пырать. 

Çурхи сунар вăхăтӗнче кайăк-кӗшӗке пытанса ларса кăна тата пилӗк миллиметртан пысăк мар дробьпа авăрланă яка кӗпçеллӗ пăшалтан кăна пеме юрать. Утса çӳресе сунарлама юрамасть. Ишмелли хатӗрпе те пытанса ларма тата тытнă кайăк-кӗшӗке леçме кăна усă курмалла — моторне хускатмасăр. 

Сунар йытти-кайăкӗсемпе те усă курма чарнă, амантнă кайăка тупса илсе килме кăна йытăпа усă курма юрать.


Биологические ресурсы

Нет комментариев