Тутарстанра тискер чӗрчунсене шутланă, черет вӗçен кайăксене
ТР Биоресурссен комитечӗн сотрудникӗсем январӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 15-мӗшӗччен пăшисене, хир качакисемпе сыснисене, пăлансене, рысьсене, кашкăрсене, тилӗсене, пăсарасене, мулкачсене, пӗчӗк тилӗсене (корсак), сăсарсене (куница) шутласа вӗсен популяцине палăртнă.
Малалла хир ăсанӗ, (рябчик), ăсансене, карăксене (глухарь) тата хир чăххисем пек вӗçен кайăксене шутламалли юлчӗ, тесе пӗлтерет комитетăн пресс-служби. Чӗрчунсемпе вӗçен кайăксене шутланă хыççăн экспертсем чӗрчунсен популяцине сиен кӳмесӗр сунар вăхăтӗнче миçе штук тытма юранине, çӗршывăн сунар ресурсӗ мӗн чухлӗ пулнине палăртаççӗ.
Чӗрчунсене тӗрӗс шутлас тесен вӗсен тыткаларăшне, пурнăçне тата йӗрӗсене аван пӗлмелле. Специалистсемшӗн çăмăл ӗç мар ку. Мӗншӗн тесен кашкăрсем ушкăнпа пынă чух малта пыраканӗн йӗрӗ çине пусса пыраççӗ. Енчен те юр çийӗ хытрӗ-тӗк, шăши-юс (горностай), пăсара, пакша пек пӗчӗк чӗрчунсен йӗрне асăрхама çав тери йывăр. Апат хурса паракан вырăнсенче вӗсем хӗресленекен сукмаксем хываççӗ. Çавăнпа чӗрчунсене шутлакан специалистăн вӗсем çинчен нумай пӗлмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев