Тутарстанра туризм сферинче ӗçлекен предпринимательсене инфраструктурăна аталантарма субсиди параççӗ
Калас пулать, субсиди строительство объекчӗсене пуçласа тума парăнмасть, пуррисене аталантарма. Конкурс тӗллевӗ Тутарстанри туризм объекчӗсене илӗртӳллӗрех тăвасси, туристсен хăналану вăхăтне тăсасси, канăвăн вăтам чекне ӳстересси.
Тутарстанра кăçал та туризм сферинче е унпа çыхăннă отрасльте ӗçлекен предпринимательсене турист объекчӗсене аталантарма тата тӗллевлӗ мероприятисем йӗркелесе ирттерме субсиди параççӗ. Ăна илес тесен конкурса хутшăнмалла.
Пӗлтӗр конкурса республикăн 21 муниципаллă районӗн предпринимателӗсем хутшăннă. Чи активлисен шутӗнче Ешӗлвар, Тури Услон, Элмет, Лайăш районӗсем тата Хусанпа Çырчалли хулисен бизнесменӗсем. Шăп асăннă районсемпе хуласенчен çӗнтерекенсем йышлăн. Субсидипе усă курса вӗсем тӗрлӗ проектсем пурнăçа кӗртнӗ. Пӗтӗмпе 81 çӗнтерӳçӗ пулнă иртнӗ çул. Çав шутран 79-шӗ инфраструктурăна аталантарма заявка янă. Тепӗр 2-шӗ тӗллевлӗ мероприяти ирттерме. Вӗсем Свияжскра тата Пăлхарта иртнӗ.
Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн председатель çумӗ Анастасия Софьина пӗлтерчӗ. Спикерсен шутӗнче «Санатории Татарстана» ассоциацин Правлени председателӗ Евгений Терентьев, Кемпингсемпе автотуризм индустрийӗн профессионалӗсен наци союзӗн Атăлçири полномочилле представителӗ Андрей Горностаев пулчӗç.
Туристсене илӗртес пулать
Калас пулать, субсиди строительство объекчӗсене пуçласа тума парăнмасть, пуррисене аталантарма. Конкурс тӗллевӗ Тутарстанри туризм объекчӗсене илӗртӳллӗрех тăвасси, туристсен хăналану вăхăтне тăсасси, канăвăн вăтам чекне ӳстересси.
Санаторисем, кемпингсем, глемпингсем, автотрасса çумӗнчи кану вырăнӗсем субсиди укçипе инфраструктурăна çӗнӗлӗхсем кӗртме усă курма пултараççӗ. Тӗслӗхрен, пӗчӗк хăна çурчӗсем мунча валли пысăк чансем е бассейнсем илеççӗ, шыв хӗрринчисем причал тăваççӗ. Ача-пăча площадкисем е инвалидсем валли кирлӗ майсем янтăлаççӗ тата ытти те.
Анастасия Софьина тӗслӗхлисен шутне Хусанта уçăлнă Информаципе турист пунктне, Тури Услонри For-rest хула хӗрринчи клубра мунча комплексӗ ӗçлесе кайнине, Çӳлту районӗнчи «Лес и река» глемпингра мунча модулӗ йӗркеленине кӗртрӗ. Ешӗлвар районӗнчи «Осиново» кемпингра тата «Васильевский» санаторире ача-пăча площадкисем уçăлнине те асăнчӗ вăл.
Кам хутшăнма пултарать-ха конкурса? Анастасия Софьина сăмахӗпе патшалăхăн е муниципалитетăн мар организацийӗсемпе предприятийӗсем, харпăр предпринимательсем. Заявкăсене Патшалăхăн финанс пулăшăвне парассипе порталӗнче https://promote.budget.gov.ru адреспа ямалла.
- Ку питӗ меллӗ. Предпринимательсен ведомствăна темиçе хутчен çӳреме кирлӗ мар. Чи кирли Патшалăх услугисен порталӗнче аккаунт пулмалла тата электронлă алă пусни, – ăнлантарать Анастасия Валерьевна.
Софинансированисӗр субсиди памаççӗ
Инфраструктурăна аталантарма парăнакан субсиди 3 миллион тенкӗпе танлашать. Сăмах май, конкурс условийӗпе харпăр предпринимателӗн е организацин проекта пурнăçлама софинансировани кирлӗ, субсиди калăпăшӗнчен 50 процент кая мар. Тӗллевлӗ мероприятие пурнăçлама вара 10 миллион тенкӗ парăнать. Софинансировани ку чухне çак суммăран сахалтан та 30 процент пулмалла.
Тӗллевлӗ мероприяти те конкурс йӗркипе палăртнă критерисене пăхăнмалла. Вăл массăлла культура уявӗ е гастрономипе çыхăнни пултăр. Унта кӗресси çынсемшӗн тӳлевсӗр пулмалла. Çын шучӗ те 10 пинрен сахал мар кирлӗ. Мероприяти 2 кунлăха тăсăлмалла. Уяв площадкинче тӳлевлӗ уйрăм вырăнсем те пулма пултараççӗ, анчах вӗсен шучӗ 30 процентран ан ирттӗр.
Конкурсра çӗнтерсен тӗллевлӗ мероприятие 2025 çулăн декабрӗн 20-мӗшӗччен ирттермелле. Инфраструктурăна аталантарма субсиди илейнӗ пулсан туяннă хатӗрпе сахалтан та 3 çул усă курмалла.
Раççей Президенчӗ хушнипе
Анастасия Софьина палăртнă тăăрх, кăçал субсидие 3 енпе пама йышăннă, çӳлерех асăннă икӗ ен çумне автомаршрутсен çывăхӗнче туризм инфраструктурине йӗркелесси. Вăл РФ Президенчӗн Владимир Путинăн пуçарăвӗпе пурнăçланать.
Кăçал туризм инфраструктурине аталантарма субсидипе турист информацийӗн мобильлӗ пункчӗсем, апатлантарма мобильлӗ конструкцисем, модульлӗ мунчасем, ача-пăча комплексӗсем туянма, вӗренлӗ парксем тата инвалидсем валли меллӗ условисем туса пама усă курма пулать.
- Инвалидсене меллӗ условисемпе тивӗçтерни ыттисемшӗн те усăллă. Ват çынсене, ачаллă аннесене. Ку туризм объекчӗсене канакансемшӗн самай илӗртӳллӗрех тăвать, терӗ спикер.
2025 çула заявкăсене йышăнасси августăн 28-мӗшӗнче пуçланнă, сентябрӗн 27-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Анастасия Софьина заявкăсене тытса тăмасăр маларах яма сӗнчӗ. Кая хăварсан пысăк нагрузкăна пула система чăхăмлама пултарать.
Автомобиль туризмӗн аталанăвӗ – конкурсăн çӗнӗ енӗ. Сăмах кунта харпăр автомобильпе е автоçуртпа çулçӳреве тухакансене çул çинче условисем туса парасси. Ку енпе конкурса хутшăнакансене субсиди обществăлла апатлантару пунктне (прицепсемпе фудтраксем кӗмеççӗ), спорт площадкисене, санитари модулӗсене, модульлӗ душ пӳлӗмӗсемпе прачечнăйсем, телемедицина, амăшӗпе ача пӳлӗмӗсем туянма май парать. Тӗп услови – туризм инфраструктурин объекчӗ автотрасса çывăхӗнчен 5 километр радиусран инçе пулманни. Инçерех пулсан конкурса янă заявкăна йышăнмаççӗ. Субсиди калăпăшӗ – 3 миллион тенкӗ. Софинансировани 50 процент.
Автотуризм аталанăвӗпе тепӗр ен те хута каять. Ку автотуристсене стоянкăсемпе, пурăнмалли вырăнсемпе тивӗçтерессиипе çызхăннă. Çак енпе автокемпингсем те, халичечен ку енпе ӗçлемен предприниматель те хутшăнма пултарать. Субсиди кунта ытларах – 5 миллион тенкӗ. Софинансировани 50 процентран сахал мар пулмалла. Заявка ярас вăхăт ытти енсемпе пӗрешкел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев