Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра учительсем валли планшетсем туянса параççӗ

Педагогсем валли электронлă журналсемпе тата вӗрентӳ контенчӗпе ӗçлеме планшетсем туянма федераллă бюджетран тата Тутарстан Республикин бюджетӗнчен 2026 çулта – 80336,4 пин тенкӗ, 2027 çулта – 274138,7 пин тенкӗ, 2028 çулта 208972,1 пин тенкӗ уйăрма палăртнă. Çакăн пирки ТР Вӗрентӳпе наука министерстви пӗлтерет.

«Цифра платформисем социаллă сферăн отраслӗсенче» федераллă проект шайӗнче 2030 çул тӗлне «Манăн шкул», «Университетсем», «Наука», «Хăрушсăр тавралăх» тата «Ăслă хула» отрасль платформисем хута ярасшăн. Пур шкулпа колледжсенче те хальхи вăхăтпа тан IT-инфраструктура тата Wi-Fi пулӗ. 634 пин вӗрентекене хамăр çӗршывра туса кăларнă планшетсемпе тивӗçтерӗç.

«Цифра платформисем социаллă сферăн отраслӗсенче» федераллă проект шкулсем, университетсем, наука организацийӗсем тата патшалăх структурисем хушшинчи ӗçлӗ хутшăнăва лайăхлатас, вӗрентӳ процесне цифровизацилес енӗпе тимлет.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев