Тутарстанра Узбекистан Республикин Культура кунӗсем
Паян Узбекистан Республикин Культура кунӗсен витӗмӗпе Тутарстан Республикинчи Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи театрӗнче Алибек Кабдурахманов маэстро ертсе пыракан Узбекистан Наци симфони оркестрӗн тата Раççей композиторӗн, пианисчӗн Кирилл Рихтерăн концерчӗ иртет.
Программа классика музыкине пӗлекенсем хушшинче ят-сум çӗнсе илме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, культура пурнӑçӗнче паллӑ пулӑм пулса тӑнӑ. Çавӑн пекех 2025 çулхи раштавӑн 2-мӗшӗнчен «Хусан Кремлӗ» Музей-заповедникӑн (1-мӗш подъезд, 2-мӗш хут) Присутствӑллӑ вырӑнӗсен Курав залӗсенче «Тӗнчесен хушшинчи çутӑ» курав ӗçлеме пуçлӗ.
Халăхсен хушшинчи проект икӗ хӑйне евӗрлӗ коллекцие пӗрлештернӗ. Экспозицие «Çӗнӗ Иерусали» музейӗн тата Каракалпакстан Республикин И.В. Савицкий ячӗллӗ Ӳнер музейӗн (Узбекистан, Нукус хули) коллекцийӗсенчен ӳнерçӗсен 140 картина кӳрсе килнӗ.
Курава тăратнă 1920-1930-мӗш çулсенчи живопиçпе графика произведенийӗсем, вӗсем çӗнӗ илемлӗ чӗлхепе идеалсем шыранине кӑтартса параççӗ. Нукусри музейӗн Игорь Савицкий пухнӑ коллекцине Раççей тулашӗнчи чи пысӑккисенчен пӗри тесе йышӑннӑ, вӑл вырӑс авангардне тӗпчекен тӗнчери центр пулса тӑнӑ. Куракансем Соломон Никритин, Климент Редько, Александр Шевченко, Василий Чекрыгин, Михаил Соколов, Александр Волков, Александр Осьмеркин тата Роберт Фальк – ӳнерçӗсен ӗçӗсене курӗç.
ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев