Тутарстанра ырă ӗçсен марафонӗ пуçланнă
Ноябрӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 23-мӗшӗччен республикăра, пӗтӗм çӗршыври пекех, «Ырă ӗçсен марафонӗ» акци иртет. Ăна Тăван çӗршыв хӳтелӗвçисен çемйисен комитечӗ (КСВО) виçӗ çул тултарнине халалласа йӗркелет. Марафон тӗллевӗ – ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшасси.
Тутарстанра Тăван çӗршыв хӳтелӗвçисен çемйисен комитечӗ акци шайӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерме палăртнă:
- Ноябрӗн 17-мӗшӗнче ТИСБИ университечӗн студенчӗсемпе тӗлпулу иртнӗ, унта патриотизм тата çар çыннисен çемйисене пулăшасси пирки калаçнă;
- Ноябрӗн 18-мӗшӗнче Хусанти çар госпиталӗнче аманнă салтаксемпе тӗлпулу иртет;
- Ноябрӗн 19-мӗшӗнче Элметре СВОна хутшăнакансен çемйисене юридици тата психологи пулăшăвӗ парӗç;
- Ноябрӗн 20-мӗшӗнче салтаксем валли гуманитари тиевӗ ăсатӗç;
- Ноябрӗн 21-мӗшӗнче çавра сӗтел пулать, унта хутшăнакансем çар çыннисен çемйисенче ӳсекен ачасене мӗнле пулăшмаллине сӳтсе явӗç;
- Ноябрӗн 22-мӗшӗнче «Правомобиля КСВО» ӗçӗ – юристсем çемьесене кирек мӗнле ыйтупа та тӳлевсӗр консультаци парӗç;
- Ноябрӗн 23-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ мероприятийӗ иртет, унта «От сердца к сердцу» патриотла спектакль кăтартӗç.
Тăван çӗршыв салтакӗсен çемйисен комитечӗ 150 тонна ытла гуманитари тиевӗ – машинăсем, дронсем, медикаментсем, апат-çимӗç тата усă курма кирлӗ япаласем ятарлă çар операцине янине пӗлтернӗ ведомствăн ертӳçи Ангелина Галимова.
«Эпир пурне те харăс пулăшма май çуккине ăнланатпăр, çавăнпа та хамăртан ыйтакан подразделенисене тӗллевлӗн пулăшатпăр – чи кирлӗ япаласемпе тивӗçтеретпӗр», – пӗлтернӗ Ангелина Галимова.
Штаб ӗçлеме пуçланăранпа типӗ душ хатӗрлес, маскировка сеткисем çыхас, витаминлă чей тăвас ӗç тăтăшах пуçланнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев