Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Жемчужина Мира - 2023» пӗтӗм тӗнчери XIV илем тата талант конкурсӑн финалне 14 студентка иртнӗ

Хусанта «Жемчужина Мира - 2023» пӗтӗм тӗнчери XIV илем тата талант конкурсӗ иртет. Унта 15 ҫӗршывран 36 заявка килнӗ. Конкурса хутшӑнакансен хушшинче - Тутарстан республикин тӗп хулинче вӗренекен студенткӑсем.

Конкурс 6 этапран тӑрать. Чи малтан заявкӑсем тӑрӑх отбор иртнӗ. Оргкомитет 14 пикене суйланӑ. 

 

"Жемчужина Мира - 2023" пӗтӗм тӗнчери XIV илем тата талант конкурсӗн финалӗ июнӗн 6-мӗшӗнче 17:00 сехетре "Сайдаш" культура ҫуртӗнче иртет. Хӗрсем хӑйсен видео-визиткисене, творчествӑлла номерӗсене, дефиле кӑтартӗҫ, ӑс-хакӑл конкурсне хутшӑнӗҫ. Кашни финалистка спонсорсенчен парне илӗ.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ - Тутарстан Республикинче пурӑнакан ют ҫӗршывран килнӗ вӗренекенсемпе халӑхсем хушшинче туслӑхпа килӗшӳ ҫирӗплетесси, ҫавӑн пекех пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, тӗнчери халӑхсен культурине, йӑли-йӗркисене упрасси, обществӑпа социаллӑ тата культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантарасси.

"Жемчужина Мира" конкурса 2009 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Организаторсем хушшинче Тутарстанри Халӑхсен Ҫамрӑкӗсен Ассамблеи тата Хусанти ют ҫӗршыв студенчӗсемпе аспиранчӗсен Ассоциацийӗ, ТР ҫамрӑксен Министерствипе Хусанти ачасемпе ҫамрӑксен ӗҫӗсен Комитечӗ.

Сӑнӳкерчӗк https://minmol.tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев