Тутарстанран 225 делегат Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивальне хутшăнать
Февралӗн 27-мӗшӗнче республика делегацийӗ Сочие кайма тухнă.
Çула тухиччен çамрăксемпе ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков тӗл пулнă.
«Тутарстан делегачӗсем хушшинче студентсемпе предпринимательсем, çамрӑк ӑсчахсем тата ялта пурăнăкан çамрӑксем. Вӗсем 17 районпа хуларан килнӗ. Пирӗн çамрӑксем фестивалӗн 15 тӗрлӗ юхăмне те хутшӑнаççӗ — пӗтӗм тӗнчере килӗштерсе ӗçлесси, медиа, спорт, культура, вӗрентӳ, бизнес тата ытти те. Республикăра суйлавăн ятарлӑ тапхӑрне ирттернипе делегатсем пурте хӑйсене тивӗçлӗ шайра кӑтартма пултарнине шанатăп», — палӑртнă Ринат Садыков.
«Хастар пулӑр, паллашӑр, туслӑ пулӑр, çӗннине вӗрӗнӗр. Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивалӗ вӑл — опытпа ылмашӑнмалли вырăн, ытти регионсемпе çӗршывсене хамӑрӑн культурӑпа, йӑла-йӗркепе, çитӗнӳсемпе паллаштармалли май. Сире хавхалануллӑ, креативлӑ идейӑсемпе каялла кӗтетпӗр. Эпир вара хамӑр енчен, сирӗн проектӑрсене пурнӑçа кӗртме пулӑшма хатӗр», — тенӗ министр.
Палӑртса хӑвармалла, фестивальте республикӑран 82 волонтер та хутшăнать. Вӗсем Сочие çитнӗ те ӗнтӗ, делегатсене кӗтсе илме хатӗрленеççӗ.
Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивалӗ мартӑн 1-мӗшӗнче пуçланать. Вăл Раççей Президенчӗ Владимир Путин указӗпе килӗшӳллӗн иртет. Унăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — пӗтӗм тӗнчери çамрӑксемпе килӗштерсе ӗçлессине аталантарасси. Унта Вӗрентӳ, ӑслӑлӑх, халӑхсен хушшинчи килӗшӳлӗх, культура, волонтер ӗçӗпе ыр кӑмӑллӑх, спорт, бизнес, медиа сферăсен енӗпе 20 пине яхăн çамрӑк лидер, çав шутра 10 пин çамрăк ют çӗршывран хутшӑнӗ. Фестивальте ача-пӑча пӗрлешӗвӗпе Раççейри 500 тата ют çӗршыв 500 шкул ачи паллаштарӗ.
Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивальне «Росмолодежь» çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви йӗркелет. Унăн операторӗ — Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивалӗн дирекцийӗ.
Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев