Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанран «Зарница 2.0» округ тапхăрне хутшăнакан командăсем паллă

Хусанта «Зарница 2.0» çарпа патриотизм вăййин республика тапхăрӗ вӗçленчӗ. Виçӗ кун хушшинче хутшăнакансем тактика медицининче, çар хатӗрленӗвӗнче, çар эстафетинче, çавăн пекех çарпа учет специальноçӗсемпе – командир, БПЛА операторӗ, военкор, сапер, связист, штурмовик тата медик – уйрăм тӗрӗслевсенче тупăшнă.

Республика тапхăрне Тутарстанран пурӗ 114 пин çамрăк хутшăннă. Ăмăрту пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх округ тапхăрне республикăран хутшăнакан командăсене палăртнă.

Вăтам ӳсӗмре (11-13 çултисем) «Волки-НК» отряд çӗнтернӗ. Аслă категорире (14-17 çулсенче) пӗрремӗш вырăна «Отряд КОБР» команда йышăннă. Икӗ командăна та Анат Камăри  Совет союзӗн Геройӗ Гани Сафиуллин ячӗллӗ Атăлçи федераци округӗнчи Тутарстан кадет корпусӗн вӗренекенӗсенчен йӗркеленӗ.

Ятарлă категорире (18-23 çултисем, колледжсемпе техникумсен студенчӗсем) Лайăш районӗнчи «Пиранья» команда мала тухнă. Вӗсем Лайăшри техникăпа экономика техникумӗн студенчӗсем.

Çавăн пекех республика тапхăрӗнче призлă вырăнсем йышăнакансем:

  • кӗçӗн категори (7-10 çултисем): 1-мӗш вырăн – «Феникс-53» (Хусан);
  • вăтам категори:  2-мӗш вырăн – «Патриоты116» (Саба районӗ), 3-мӗш вырăн – «Патриоты КШИ» (Пӗкӗлме районӗ);
  • аслă категори: 2-мӗш вырăн –  «Квазар Алабуга»  (Елабуга районӗ), 3-мӗш вырăн – «Высота Лицей-1» (Чистай районӗ);
  • ятарлă категори: 2-мӗш вырăн –  «Патриоты АПК» (Арск районӗ), 3-мӗш вырăн – «Алтын Тау» (Хусан).

Республика тапхăрӗн çӗнтерӳçисем – «Волки-НК», «Отряд КОБР» тата «Пиранья»  командăсем – кăçал çулла иртекен «Зарницы 2.0» округ тапхăрне хутшăнаççӗ. Пӗтӗм Раççейри вăйă финалне сентябрь уйăхӗнче ирттерме палăртнă.

«Зарница 2.0» вăййа хальхи цифра технологийӗсемпе усă курса инноваци формачӗпе РФ Оборона министерстви, РФ Çутӗç министерстви тата Росмолодежь  пулăшнипе «Движение Первых» тата  «ЮНАРМИЯ»  юхăмсем ирттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: патриотизм зарница