Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри çамрăксен парламенчӗн председательне Дамир Нургалиева суйланă

Шăматкун, сентябрӗн 28-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗ çумӗнчи Çамрăксен парламенчӗн 2-мӗш пухăвӗн пӗрремӗш ларăвӗ иртнӗ. Унта ТР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков та хутшăннă.

Ларура Çамрăксен парламенчӗн председателӗ пулма   ТР Обществăлла палатин Çамрӑксен ӗçӗсен комиссийӗнче, добровольчествӑпа патриотла воспитани парассине аталантарассипе ӗçлекен Дамир Нургалиева суйланă.  69 çын уçă сасăлавра унӑн кандидатурине ырланӑ. Çамрӑксен парламенчӗн председателӗн вырӑнӗшӗн 7 кандидат тупăшнă.

Çӗнӗрен суйланӑ Çамрӑксен парламенчӗ 25 ыйту пăхса тухнă, вӗсем пурте йӗркелӳпе çыхăннă. Çамрӑксен парламенчӗн председательне, унӑн çумӗсене суйланă, комиссисем йӗркелесе вӗсен председателӗсене çирӗплетнӗ. Çамрӑксен парламенчӗн 1-мӗш пухăвӗн ӗçӗсене пӗтӗмлетнӗ.

Çамрӑксен парламентне суйлав ТР Патшалăх Канашӗн 7-мӗш пухăвӗн депутачӗсен суйлавӗпе пӗр вӑхӑтрах иртнӗ. 100 вырӑнлӑ парламента пурӗ 630 заявка килнӗ, 18 çултан пуçласа 35 çулчченхи 185 кандидат хутшӑннӑ.

Сăнӳкерчӗксем minmol.tatarstan.ru сайтран,

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Молодежный парламент