Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри чи пӗчӗк шалу Раҫҫейринчен пысӑкрах

Тутарстанри 602 предприятие ӗҫ укҫине минималлӑ шалуран сахалтарах тӳленӗ

Ҫакӑн ҫинчен республикӑри ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова Тутарстанри этем прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫумӗнчи экспертсен канашӗн ларӑвӗнче каланӑ.

Ун сӑмахӗсемпе, январь уйӑхӗнчен  минималлӑ ӗҫ укҫи Раҫҫейре 12 792 тенкӗ, Тутарстанра – 15 400.
"Шел пулин те, 602 предприятире ӗҫ укҫине законодательствӑна пӑсса минималкӑран сахалтарах тӳлеҫҫӗ. Предприятисен ертӳҫисемпе пуринпе те калаҫнӑ", – тесе пӗлтернӗ Зарипова. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, 556 предприятире 2 пин ҫынна ӗҫ укҫине хушса тӳленӗ. Пурӗ ҫулталӑк тӑршшӗпе хушса тӳленӗ ӗҫ укҫин пӗтӗмӗшле сумми 6 млн тенке яхӑн пулать.
"Унсӑр пуҫне налог отчисленийӗсем те хушса тӳленӗҫ",– тесе палӑртнӑ ӗҫ министрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев