Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн делегацийӗ Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен союзӗ патӗнче хӑнара пулчӗ

Ӗнер, майӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанри чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн пайташӗсем Шупашкара кайса килнӗ

Хӗрарӑмсем Чӑваш тӗррин музейӗнче пулса курнӑ, унтан Наци музейӗнче Раççейĕн тĕрленĕ карттипе паллашнӑ, ҫавӑнтах "Единство женщины в стремлении творить" темӑпа ҫавра сӗтел ирттернӗ, парнесемпе ылмашнӑ. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗ Наталья Алексеевна Николаева Тутарстанри чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Николаевна Чаркина ҫине шарф ҫыхса ӑна Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен союзне илнӗ.

Юлашкинчен хӗрарӑмсем Шупашкар тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ, паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Организацисем малашне пӗрле ӗҫлеме шутлаҫҫӗ, тӗрлӗ проектсем пурнӑҫлама хатӗрленеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев