Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри пожарнăйсен тата диспетчерсен ӗç укçине 12 пин тенке ӳстереççӗ

Çапла майпа вӗсен шалăвӗ 32 000 тенкӗ таран ӳсӗ. Çакăн çинчен Раççей Инкеклӗ лару-тăру министерствин Тутарстан Республикинчи Патшалăх управленийӗн начальникӗ Рафис Хабибуллин пӗлтернӗ.

«Пӗтӗмӗшле Тутарстан бюджетӗнчен çак тӗллевсем валли 206 миллион тенкӗ уйăрнă. Мӗн пур пушар сӳнтерекенсен тата спасательсен ятӗнчен пирӗн коллектива тӗрев панăшăн тав тăватăп», – тесе каланă республика ертӳçисене Хабибуллин. Вăл хушса каланă тăрăх, ӗç укçи çăлавçăсен те ӳсет. Кăçал вӗсен шалăвӗ çумне пилӗк пине яхăн тенкӗ хушăнӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев