Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри реле шкапӗсене çунтарнă ачасене пурне те тытнă

Юлашки икӗ çулта Хусанта, Лениногорск, Сарман, Ешӗлвар районӗсенче чукун çул инфраструктурин объекчӗсенчи реле шкапӗсене ачасем вут чӗртнӗ 8 тӗслӗхе шута илнӗ.

Усал шухăшлисем çул çитмен ачасене мессенджер, социаллă сетьсем урлă çăмăл укçа сӗнсе диверсисене явăçтараççӗ. Нумай чухне вӗсен аллине йӗркеллӗ çемьери, полици тимлӗхне пӗрре те лекмен ачасемех лекеççӗ. Сăмах май, республикăри чукун çул инфраструктурин объекчӗсенчи реле шкапӗсене çунтарнă ачасене пурне те тытнă. Хăш-пӗрин енӗпе приговор та йышăннă ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, пӗрне 18 çулах тӗрмене лартнă. Кун çинчен «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире РФ ШӖМӗн Хусанти тӗп управленийӗн çул çитменнисемпе ӗçлекен уйрăмӗн ертӳçи Фания Фасхутдинова пӗлтернӗ.

Реле шкапӗсене вут чӗртни хăрушлах мар пек туйăнать-тӗр хăш-пӗрне. Тӗрӗссипе, чукун çул çинчи сигнал устройствисене ӗçлеттереççӗ. Вӗсене çӗмӗрни çав тери пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа çакнашкал диверсисем туса закона пăснăшăн çул çитмен ачана та пуçран шăлмаççӗ. Закон çирӗп явап, ӗмӗрлӗхе тӗрмене лартасси таранах, тыттарассине ТР ШӖМӗ ачасене те, вӗсен ашшӗ-амăшӗсене те тепӗр хут аса илтерет. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия