Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри шкулсенче кăçал тата 35 агротехнологи класӗ уçăлӗ

2025 çултанпа Тутарстанра «Апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗн технологилле тивӗçтерӗвӗ» наци проекчӗ пурнăçланса пырать. Унта хăйне пилӗк федераллă проект кӗрет. Вӗсенчен пӗри – «Агропромышленность комплексӗнчи кадрсем» – предприятисем валли кадрсем шкултанах хатӗрлессипе ӗçлет.

Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, Тутарстанри 14 районти шкулсенче 20 агротехнологи класӗ уçăлнă. Вӗсен направленийӗсем çапларах: генетика тата селекци, выльăх-чӗрлӗхе эффективлă аталантарасси, хальхи биотехнологисем, чăх-чӗп ӗрчетесси, агроинженери тата чечек ӳстересси.

Кăçал тата 35 шкулта агротехнологи класӗсем уçăлмалла. Агротехнологи класӗсенче физика, хими, математика тата биологи вӗрентекен учительсене хавхалантарма уйăхсерен 30 пин тенкӗ хушса тӳлеççӗ. Пӗлтӗр çак тӳлеве 80 педагог илнӗ, кăçал 130 ытла вӗрентекене тӳлеме палăртнă.

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев