Тутарстанри виçӗ юханшывра пăр кайма пуçланă
Хальлӗхе Кӗтнере, Мешара, Мелляра пăр каять
Актай тата Кӗçӗн Çарăмсан юханшывӗсенче хальлӗхе пăр тăрать-ха. Кичуйра пăр хускалнă ӗнтӗ. Иртнӗ талăкра республикăри юханшывсенче шыв шайӗ чака пуçланă. Анчах та пуринче те мар. Сӗве, Меша, Иж, Ăх, Сюнь, Кӗçӗн Çарăмсан юханшывсенче шыв çӗкленет.
Хальхи вăхăтра юханшывсенчи шыв шайӗсем хăрушлăх пулма пултаракан паллăсенчен аяларах тăраççӗ.
Яланхи пекех, Пăва районӗнчи Хăят тата Черки-Кильдурас ялӗсен çывăхӗнче юхакан Сӗве кӗперсем урлă юхать. Кама леш енчи юханшывсенчен Аслă Çарăмсан Урняк ялӗ патӗнчи кӗпер урлă юхать, Архангельская Слобода ялӗ патӗнчи Шешма юханшывӗ те кӗпере путарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев