Тутарстансем Шупашкар кинофестивалӗнче
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстансем Шупашкар кинофестивалӗнче

Майăн 22-мӗшӗнче Чăваш Республикинче XVIII Халăхсен хушшинчи Шупашкар кинофестивалӗ уçăлчӗ.

Унăн кăçалхи тематики – этника тата регионсен кинематографийӗ.  Кăçал кинофестивале Раççейри вуншар регион, чикӗ леш енчи çӗршывсем хутшăнаççӗ. 

Тутарстан Шупашкарти кинофорума «Я приду» илемлӗ фильмпа хутшăнать. Унăн режиссере Булат Сабитов. Фильм çыннăн тăван çӗрӗпе çинçе çип пек  çыхăну пурри çинчен, вăл ăçта кайсан та шухăшӗсемпе çуралса ӳснӗ çӗре таврăнать. «Я приду» фильма Шупашкарта тта Етӗрнере кăтартаççӗ.

Кинофестиваль майăн 28-мӗшчен пырать.Унăн программинче киносеанссем çеç мар, семинарсем, ятарлă программăсем, ретроспективăсем. майăн 27-мӗшӗнче Чăваш Патшалăх филармонийӗнче çӗнтерӳçӗ-фильмсен авторӗсене наградăлаççӗ.

"Татаркино" пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗ.

 


Кино

Нет комментариев