Малашлăх кашнинчен килет
Паян республикăра хушма суйлав.
Хушма суйлава Тутарстан активлă хутшăнни сисӗнет. Хăнăхнă йăлапа, районсенчи суйлавçăсем суйлав участокӗсене ирхинех килчӗç ӗнтӗ. 12 сехет тӗлне Тутарстанра суйлавçăсенчен 16 проценчӗ суйлава килнӗ. Хусанти Советски районӗнче те 2585 суйлавçăран 9,5 проценчӗ сасăланă. Суйлав комиссийӗн представителӗсем каланă тăрăх, çынсен граждан позицийӗ çирӗп кунта, çавăнпа та вӗсем каç енне, пахчасенчен таврăнсан, тата йышлăн килӗç.
Аса илтеретпӗр, паян республикăра вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗн органӗсене хушма суйлав. Суйлав участокӗсем ирхине 7 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ӗçлеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев