Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстансене Раççей регионӗсенчи ял çыннисен ăмсанмалăх та пур

Ноябрӗн 1-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Тăваньелпе Çӗнӗ Чакă ялӗсенче çӗнӗ ФАП уçăлчӗ.

Тутарстан ялӗсене Раççей регионӗсенчи ял çыннисен ăмсанмалăх та пур, кунта район центрӗсенчен аякра вырнаçнă ял çыннисен вăхăтлă та паха медицина пулăшăвӗ илме май пур. ТР Президенчӗн Р. Миннихановăн хушăвӗпе 2012 çултанпа республикăра пӗтӗмпе 413 ялта çӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем туса лартнă. Пӗлтӗр пурӗ 42 ФАП уçăлнă пулсан, кăçал тата – 44. Паян, ноябрӗн 1-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Тăваньелпе Çӗнӗ Чакă ял çыннисен те савăнма сăлтав пысăк. Кунта  ФАПсем уçăлнине пӗлтерет ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби. Йăлана кӗнӗ тăрăх, хӗрлӗ хăйăва хальхинче те район администрацийӗн пуçлăхӗпе Марат Гафаровпа Районти централизациленӗ тӗп больницăн тӗп тухтăрӗ Ильмас Шигабутдинов каснă. (С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество