Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тӑватӑ экзамен вырӑнне икӗ экзамен пама юрать

Тутарстанра тӑватӑ предмет вырӑнне икӗ предмета ОГЭ парас эксперимента 5 пине яхӑн 9-мӗш класс пӗтерекен ача хутшӑнма пултарать. Кун пирки ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӑххӑрмӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн шкул ачисен аттестат илме тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене вӗренме кӗме икӗ  экзамен ҫеҫ — вырӑс чӗлхипе математика — пама май пур. Эксперимента республикӑри 51 колледжпа техникум хутшӑнать, ун шайӗнче  33 профессипе 7 специальноҫа вӗренме пулать.

Март уйӑхӗн 1-мӗшӗччен  тӑххӑрмӗш класс пӗтерекенсем  суйлав тумалла: икӗ экзамен памалла — вырӑс чӗлхипе математикӑпа е тӑватӑ экзамен тытмалла, обязательнӑй предметсем ҫумне тата икӗ предмет  суйласа илмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование ОГЭ