Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ» ята кăçал Мария Архипова çӗнсе илчӗ

Нумаях пулмасть Пӑва районӗнче йăлана кӗнӗ шкул ачисен хушшинчи «Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ» конкурс 20-мӗш хут иртрӗ. Ку конкурса хăй вăхăтӗнче Элшел вӑтам шкулӗн директорӗ Владимир Ильич Афанасьев пуçарса янӑ. Хальхи вӑхӑтра Владимир Ильич тивӗçлӗ канура, çапах та кашни конкурсах жюри пулса хутшăнать.

Кӑçал та «Тăхăрьял шăпчăкӗ» Элшел шкулӗнче пулчӗ, илемлӗ те хаваслӑ иртрӗ вăл. Уява хатӗрлесе ертсе пыраканӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елизавета Николаевна Мышкова пулчӗ.

Шкул директорӗ Ильдар Рафикович Измайлов пирки те кăшт каласа хăварас килет: питӗ ырӑ кӑмӑллӑ вӗрентекен вăл, пире яланах уявсем йӗркелеме пулӑшать, нихăçан та вӗри чейпе хӑналамасӑр кӑларса ямасть. 

Кӑçал «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурса 31 ача хутшӑнчӗ. Пӗлтӗр  65 ачаччӗ, темшӗн пӗр çул хушшинчех пысӑк уйрӑмлӑх пулчӗ. Мӗнрен килет-ши?

Эпир, Пӑва тӑрӑхӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем, ачасем малашне те тӑван чӗлхепе калаçса, сӑвӑ-юмахсем каласа, юрӑсем юрласа чӑвашлӑхшӑн çитӗнӳсем туччăр тесе тӑрӑшатпӑр. Пирӗн ертӳçӗ Владимир Анатольевич Ильин укçа-тенкине те, вӑхӑтне те хӗрхенсе тӑмасть, çав кун унӑн çуралнӑ кунӗ пулсан та ачасемпе, халӑхпа пӗрле пулчӗ. Конкурса хутшӑнакан ачасене, ертсе пыракансене, уява йӗркелекенсене пурне те парне парса хавхалантарчӗ.

ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Анатольевич Малышев пирӗн ентеш пулнă май хамӑр тӑрӑхра йӗркелекен мероприятисене тăтăшах килсе çӳрет, укçа-тенкӗпе те, сӗнӳ-канашпа та  пулӑшать. Çакăн пек хастар чӑвашсем пуррипе эпир хавхалансах ӗçлетпӗр, тӗрлӗ мероприятисем йӗркелесех тӑратпӑр. 

«Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурса хутшăнакансен пултарулăхне жюри хакласа пӗтӗмлетӳ тунă хыççăн çӗнтерӳçӗсем паллă пулчӗç. Аслă классен хушшинче Евангелина Алексеевăпа Розалина Калимуллина (Рункă) – 1-мӗш, Лилиана Ильинапа Дарина Зайцева (Альших) – 2-мӗш, Николай Яковлев (Хирти Кушкă) 3-мӗш вырăнсене; кӗçӗннисен хушшинче Милана Кильдюшева (Пăва) – 1-мӗш, Дарья Крлыковăпа Ангелина Саксонова (Пӳркел) – 2-мӗш, Кирилл Петухов (Тури Лашчи) 3-мӗш вырăнсене; ансамбльсен хушшинче Пӳркелӗнчи «Тăван ен» – 1-мӗш, çак ялти «Шăпчăксем» 2-мӗш вырăнсене йышăнчӗç. 

Гран-прие – «Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ» ята – кӑçал Пӳркел шкулӗнче вӗренекен Мария Архипова çӗнсе илчӗ. Вăл хăйӗн юррипе жюри пайташӗсен чӗрине тыткӑнламаллипех тыткăнларӗ. Мария – Пӳркел хӗрӗ, эппин çитес çул конкурс Пӳркел ялӗнче иртет. Пирӗн йӗрки çапла: хӑш ял-хула  хӗрӗ е каччи çӗнтерет, конкурс килес çул çав ялта е хулара иртет.

 

Анна НИКОНОРОВА,

Пӑва районӗнчи ЧНКА председателӗн çумӗ.

В.Ильина сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс Чувашская культура творчество