Тырă калчисене сивӗсем питех тивмен
Апрель шăрăхӗ хыççăн килнӗ сивӗсем республика хирӗсенчи калчасене питех сиен кӳмен. Хальлӗхе пӗтӗмӗшле лаптăкăн пӗр процентне кăна тепӗр хут акма тивет. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.
Министр сăмахӗсемпе, асăннă пӗр процентăн сăлтавӗ те сивӗ çанталăк мар, хăйсем тӗллӗн пӗтнисем вӗсем. Кӗрхи тырăсем ăшă апреле пула лайăх тымарланса вăй илсе юлнă. Çавăнпа тепӗр хут акмалла мар. Çурхи тырăсене вара Россельхозцентр тишкерет.
— Çӗрле тăм ӳкни пăшăрхантармасть мар-ха, мӗншӗн тесен çурхи урпа, рапс, ытти культурăсем лайăх шăтнăччӗ. Çӗрле тăм ӳкни витӗм кӳнех. Хăш-пӗр хуçалăх ертӳçисем калчасен çӳлти çулçисем шăнса саралнине калаççӗ. Малалла сăнăпăр. Енчен те тепӗр хут акмалла пулсан та вӗсен лаптăкӗ пысăках мар», — терӗ вăл.
Çӗрулми пирки хальлӗхе пăшăрханмалли çук, мӗншӗн тесен ăна республикăра пӗр хуçалăх кăна акса ӗлкӗрнӗ-ха.
Кăçал хӗлӗпе (ноябрьтен март уйăхӗччен) тăпрари нӳр нормăран 170 процент чухлех пухăннă, çӗр шăнман. Республикăра акăнакан пӗтӗмӗшле лаптăк пӗлтӗрхинчен чакман, кăçал та вăл 2,7 миллион гектар. Элеваторсенче паянхи кун 1,3 миллион тонна тырă упранни республика хăй халăхне çăкăрпа туллин тивӗçтернине калать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев