Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Удмуртири ӑсчах чӗлхене хӳтӗлес тесе ҫунса вилнӗ

Ҫак хурлӑхлӑ хыпар нумайӑшне канӑҫ памасть. Пирӗн автор ун пирки сӑвӑ ҫырчӗ

Ижевск хули пӑхма хитре те капӑр, 

Юпа пек палӑк Ӑх ҫыранӗнче.

Унта хӑйне чӳклерӗ паллӑ ватӑ

Пӗччен тӑрса этемлӗх умӗнче.

 

Чӗлхе пӗтет, пӗтет, пӗтет, мӑнтарӑн.

Никам та ҫук ӑна хӳтӗлекен!

Гамзатовӑн сӑвви ытла та тарӑн...

Ӗнек шӑрши килет Удмуртирен.

 

Инкек ҫывхарнӑ чух Атӑл таврашӗ

Систернӗ пӗр-пӗрне кӑвайт ҫутса,

Чӗлхесӗр – халӑх ҫук! Удмурт аслашшӗ

Ҫакна калас тесе вилет ҫунса.

 

Ар халӑхӗн патварлӑх – иксӗлмесӗр,

Пӑхать хӑюллӑн вилӗм куҫӗнчен.

Хӑйне илтчӗр тесе ӑсчах-профессӑр

Тӑрса ҫунать парламент умӗнче.

 

Ку ҫулӑма мӗн пур тавралӑх курчӗ,

Тутар ҫумра, чӑваш та инҫе мар.

Ҫине ват самурай пек алӑ хучӗ:

Илтместӗр-тӗк – йышӑнӑр-ха типшар! 

 

Ҫак кун тӗнче пӳклесене шеллетчӗ,

Пӗлсе суйланӑ вӑхӑта ӑсчах.

Пит вӑйлах мар пӗччен этем пикечӗ,

Кураҫҫӗ ҫын вутра ҫунсан анчах.

 

Хӗлхем пушар кӑларнине пӗлетпӗр.

Ҫынсем хӑй чӗлхине сыхламасан

Эпир те халӑх пек часах пӗтетпӗр,

Ӳсеҫҫӗ ачасем вырӑсланса.

 

"Ҫулсем иртсен этем юӳтет, мӗн тӑвӑн..." - 

Теме пулать пӑрса шухӑшсене.

Ан улталанӑр, пӗтерекен тӑвӑл

Часах хуса ҫитет чӑвашсене. 

 

Инкек ҫывхарине курасшӑн мар ҫын:

"Ан пӗттӗр ҫӑкӑр! Мӗн ӗнтӗ чӗлхе?.."

Ҫунмасӑр пултаратчӗй ватӑ Разин?

Паллах. Анчах ҫунни – ӗмӗрлӗхе.

 

Инкек вӑл манӑнать, иртсен ҫулталӑк,

Таса типшар ялан ҫын асӗнче.

Ҫак этеме лартас килет ман палӑк

Чӑваш Енри парламент умӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Стих