Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УенФест – 2024 – хутшăнар ăмăртăва

«УенФест» Регионсен хушшинчи йăлана кӗнӗ вăйăсен фестиваль-конкурсне хутшăнас текенсенчен заявкăсем йышăнасси малалла пырать

«УенФест» Регионсен хушшинчи йăлана кӗнӗ вăйăсен фестиваль-конкурсне хутшăнас текенсенчен заявкăсем йышăнасси малалла пырать

Мӗн тумалла фестивале хутшăнас тесен? Ача-пăчан халăх вăййине видо ӳкермелле те социаллă сетьсене #уенфестконкурс2024 паллăпа лартмалла, заявкăна йӗркелӳçӗсем патне uenfest@mail.ru электронлă почтăпа ямалла. 

Конкурсăн суйлав турӗ апрелӗн 15-мӗшӗнчен майăн 20-мӗшчен пырать. Йăла-йӗркепе, алра алла тытса утассипе, музыкăпа, хусканусемпе, речитативсемпе, сăвăласа шутлассипе, юрăсемпе тата хореографи хусканăвӗсемпе çыхăннă вăйăсене йӗркелӳçӗсене кăтартма юрать. Ушкăнпа та, çемьепе те выляма юрать. 
II суйлав турӗ июнь вӗçӗнче Хусанта фестиваль пек иртет. Унта фестиваль-конкурсăн финалисчӗсене палăртаççӗ. Йӗркелӳçӗсем вӗсен хушшинче ăмăртусем ирттерсе чи вăйлине тупаççӗ. 

Гран-при çӗнсе илнисем Раççейри чи чаплă «Сочи Парк» аттракционсен паркне кайса кураççӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество