Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Уяв пики-2026» конкурс шайӗнче чи илемлӗ чăваш хӗрне суйлаççӗ

Çулсерен иртекен чӑваш культурин республикӑри «Уявӗ» шайӗнче Çарăмсан районӗнче «Уяв пики-2026» пултарулăхпа илем конкурсӗ пулать, унта республикăри чи илемлӗ чăваш пикине суйлӗç. Конкурса Тутарстан Республикин Культура министерстви пулӑшнипе Чӑваш наципе культура автономийӗ тата Çарăмсан районӗн Ӗç тӑвакан комитечӗ ирттереççӗ.

Конкурса Тутарстанра пурăнакан 14-24 çулсенчи хӗрсем хутшăнма пултараççӗ. Хутшăнас тесен  анкета-заявка, портрет тата тăрса наци тумӗпе ӳкереннӗ  виçӗ сӑнӳкерчӗке Silviacharkina@yandex.ru электронлă почта урлă ярса памалла.

Июнӗн 11-мӗшӗнче Çарăмсан  районӗнче иртекен финалта çамрăк хӗрсем финалта тӑватӑ конкурс заданийӗ  иртмелле:

  • Визитка. Хутшăнакан хӗрӗн чăвашла театрализациленӗ этюд хатӗрлемелле,  унта хӑй çинчен каласа памалла. Реквизитпа усӑ курмалла,  пулӑшу ушкӑнне явӑçтармалла. Тӗп услови – наци тумӗ.
  • Пултарулӑх конкурсӗ.Пултарулӑха кӑтартни: юрӑ, ташӑ, конферанс, сӑвӑ тата ытти номерсем чӑвашла хатӗрлемелле.
  • «Асанне кӗпи». Хӗрсем авалхи  асламăшӗн  арчинчен е çемье костюмӗпе  паллаштармалла, çемье историне каласа памалла.
  • Наградӑланă самант.

Конкурс çӗнтерӳçи тӗп парнене – тухья, «Тутарстан Уяв пики – 2026»  титула, çавӑн пекех спонсорсенчен парнесене илме тивӗçӗ. Иккӗмӗш тата виççӗмӗш вырӑн йышăнннă хӗрсем  «Маттур пике» тата «Сарпике» титулсене илӗç.

 

Положение конкурс Красавица Уява

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс чувашская красавица 2026 уяв пики 2026