Уяв «Сувартан» пуҫланчӗ
Июлӗн 5-мӗшӗнче эпир Хусанта «Татмедиа» çумӗнчи Фестиваль бульварӗнче пӗрремӗш медиа–Уяв ирттертӗмӗр
Июлӗн 5-мӗшӗнче эпир Хусанта «Татмедиа» çумӗнчи Фестиваль бульварӗнче пӗрремӗш медиа–Уяв ирттертӗмӗр. Ăна «Сувар» хаçат хăйӗн 30 çулхи юбилейне халалларӗ. Уява «Татмедиа» АО генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков уçрӗ. Сувар хаҫат тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова медиа-Уява килекенсене тав турӗ, уява ирттерме пулӑшакансене хисеплӗ хутсем парнелерӗ, Тутарстанри ЧНКА председателӗн ҫумӗ Константин Анатольевич Малышев асламӑшӗн сурпанне кӑтартрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн "Фестивальный" бульварта И. Трифонова "Чӑвашсем" ятлӑ выставкӑна уҫрӗ. Унта Тутарстан чӑвашӗсемпе, вӗсен ӗҫӗпе паллашма пулать. Выставка пӗр уйӑх тӑрӑшшӗ ӗҫлӗ, эсир те ӑна килсе курма пултаратӑр.
Куракансене Хусанти «Салам» ансамбль, «Ӗмӗт», Лайăшри «Весна» дуэтсем тата пӗртăван Стефанийăпа София Чаркинасем, Хусанти консерватори студенчӗ Семен Леонтьев баянист юрă-кӗвӗпе савăнтарчӗç. Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн председателӗ Семёнов Александр Никонович та сӑмах каларӗ. Тутарстанри чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Николаевна Чаркина сцена ҫине тухрӗ, вӑл хитре чӑваш кӗписен куравне йӗркелесе кӑтартрӗ. Праҫник пысӑк уяв картипе вӗҫленчӗ.
Хусанти инноваци университечӗн ӗçченӗсем, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн пайташӗсем те хутшăнчӗç медиа-Уява. Çӳлтури Вера Гулякова йăвача, Хусанти Татьяна Романова çăкăр пӗçерсе килнӗччӗ, ТР ЧНКА пайташӗ Вера Юнусова тутлă кваспа сăйларӗ. Пурне те темӗн пысăкăш тав!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев