Ҫул ҫинче машина нумай, тархасшӑн, асӑрханса ҫӳрӗр
Ҫил-тӑман тухнӑ вӑхӑтра инҫе ҫула каякансен каҫа юлма тӑрӑшмалла мар
Ҫулсем ҫинчи лару-тӑру япӑх пулнине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Ӗнерхи вӑйлӑ тӑмана пула ҫулсене тасатса ӗлкӗреймерӗҫ. ТР Патшалӑх автоинспекцийӗ те водительсене машинан техника хатӗрлӗхне тимлесе тӑма ыйтать. Хӗллехи тапхӑрта – декабрь, январь, февраль уйӑхӗсенче – М1 тата N1 категорисенчи транспорт хатӗрӗсене, вӗсем хӗллехи шинӑсемсӗр пулсан, эксплуатацилеме юрамасть. Ҫавӑн пекех пӗр тӗнел (ось) ҫине тӗрлӗ размерлӑ, протектор ӳкерчӗкӗллӗ шинӑсем вырнаҫтарма юрамасть. Ҫакӑ хӑвӑрт чарӑннӑ вӑхӑтра автомобиле пӑрса яма пултарать.
Кӑткӑс метеорологи условийӗсенче водительсем ҫулпа ҫӳреме юранӑ максималлӑ хӑвӑртлӑха мар, ҫакнашкал лару-тӑрура трассӑпа хӑрушлӑхсӑр пыма май паракан хӑвӑртлӑха суйласа илмелле. Хӑрушӑ маневрсем тума асӑрханмалла, уйрӑмах хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухма.
Водительсемпе пассажирсен хӑрушсӑрлӑх ременӗсемпе ҫакланмалла. Ҫӑмӑл машинара малти ларкӑҫ ҫинче ачасене 12 ҫултан кӑна лартса пыма юрать. 12 ҫул тултарман ачасене ятарлӑ кресло ҫине лартмалла. Хыҫалти ларкӑҫсем ҫине 7 ҫул тултарман ачасене ятарлӑ креслосем ҫине лартмалла, аслӑраххисем унсӑрӑн та ларса пыма пултараҫҫӗ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ япӑх ҫанталӑкра май пур таран ҫул ҫине тухма тытӑнса тӑма ыйтать. Ҫул ҫинче инкеке лексен шӑнкӑравламалли телефон номерӗ 8(843)5333888.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
"Ларкăç" мар, "ЛАРКĂч". Сăмахсене тĕрĕс çырма тăрăшмалла!
0
0