Ульяновск тăрăхӗнчи Улхаш чăвашӗсем фронта пулăшаççӗ
Çӗнӗ çул умӗн Кивӗ Улхаш ялӗнче иртнӗ ыркăмăллăх концертӗнче салтаксем валли 128,8 пин тенкӗ укçа пухнă. Эльвирăпа Вадим Алля фермерсен çемйи 50 пин тенкӗ укçа, 200 кг пыл тата «Нива» машина панă.
Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнче «Сердечный ZOV» волонтерсен ушкăнӗ (йӗркелӳçисем Ольга Караполовăпа Пухтелпе Ирçел чиркӗвӗсен пачăшки Сергий атте) ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа салтаксене нумай пулăшать. «Салтаксене эпир хамăрăнннипе хамăрăнни марри çине пайламастпăр, вӗсем пурте пирӗн, пурте паттăр, эпир тылра вӗсене пулăшма чăмăртаннă»,– теççӗ вӗсем.
Волонтерсен ушкăнӗ районти культура ӗçченӗсемпе пӗрле районта ыр кăмăллăх концерчӗсем ирттерессине йăлана кӗртнӗ. Ялтан яла çӳрекен концерт бригади хăй кăна 2,5 миллион тенкӗ ытла укçа пухнă. Кашни тӗлпулу питӗ хумхануллă иртет. Волонтерсем кашни ял валли çак ялтан СВОна кайнă салтаксен сăнӳкерчӗкӗсен слайдне хатӗрлеме ӳркенмеççӗ.

Сăнӳкерчӗкре: Артур Алля салтаксем валли «Нива» машинăн уççине парать.
Патриотизмлă юрăсем юрлаççӗ, сăвăсем калаççӗ кăна мар, парнесем те вылянтараççӗ. Паллă ӗнтӗ, билетпа лотерея укçи йăлах салтаксем валли каять.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев