Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ульяновск тӑрӑхӗнче СВО вӗçлениччен интернет пулмасть тени тӗрӗс мар

Темиçе кун каялла мессенджерсемпе социаллӑ сетьсенче СВО вӗçленичченех Ульяновск облаçӗнче мобильлӗ интернет пулмасть текен хыпар сарӑлчӗ.

Интернет çукки пирки халӑхран нумай ыйту килнипе  Ульяновск правительствин представителӗсем иртнӗ эрнекун пресс-конференци пуçтарсах журналистсене интернет çыхӑнӑвне хӑçан тата мӗншӗн чакарассине халӑха ӑнлантарма ыйтнӑ. Анчах сенсаци шыракан хӑш-пӗр блогер хыпара контекстран туртса кӑларса хӑйне кирлӗ пек пӗлтернӗ. Паллах, халӑхра тата ытларах ыйту çуратнӑ ку. Çавӑнпа чиновниксен журналистсемпе тепре тел пулса лару-тӑрӑва ӑнлантарма тивнӗ. Тӗрӗссипе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсем тавра интернет çыхӑнӑвне  беспилотниксем вӗçсе ан çитейччӗр тесе  чакарма (чарса хума мар) тивет иккен, çитменнине БПЛА атаккӑлас хӑрушлӑх пур чухне кӑна мар, яланах. Ку вӑл регионӑн мар, федераллӑ влаçсен йышӑнӑвӗ.. Çавӑнпа пӗр Ульяновск тӑрӑхне кӑна мар, кашни региона пырса тивет, çав шутра Тутарстана та.

Чӑн малтан вӑл хӑрушсӑрлӑх мери. Апла пулсан та, Ульяновск чиновникӗсен сӑмахӗпе, интернет вуçех пулмасть тенине пӗлтермест. «Госуслуги», «Яндекс» сервиссем, «ВКонтакте», «Одноклассники» соцсетьсем, Ozon, Wildberries  маркетплейссем,  «Мир» тӳлев системи тата ытти чи кирлӗ сервиссем яланхи пекех ӗçлеççӗ кунта. Кӗçех шкул дневникӗсемпе аптека сервисӗсем те ӗçлеме тытӑнмалла, чӑн та, хальлӗхе банксен приложенийӗсемпе усӑ курма çук-ха ку вырӑнсенче, чиновниксен сӑмахӗпе, ку енӗпе ӗçлеççӗ вӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ульяновск связь