Ульяновск халăхӗ паян субботника тухать
Ытлашшипех çăвакан юра коммуналлă служба тасатса ӗлкӗрейменнипе хула мэрийӗ паян, февралӗн 8-мӗшӗнче, Пӗрлехи таса кун ирттерме йышăннă.
Тӗп тимлӗх — çуран çӳремелли çулсем, обществăлла транспорт чарăнăвӗсем тата социаллă объектсем патне пыракан çулсем çине пулаççӗ. Хулари предприятисемпе организацисен сотрудникӗсене, хулари хăй тытăмлăх управленийӗсен ӗçченӗсене, студентсене, нумай хваттерлӗ, харпăр çуртсенче пурăнакансене пурне те хӗллехи субботника тухма ыйтнă. Кирлӗ инвентарьпе тивӗçтереççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев