Ульяновскри «Канаш» хаçатăн тӗп редакторне Елена Мустаевана юбилейпе саламлатпăр!
Паян чăваш тӗнчинчи паллă журналист, талантлă çыравçă, Ульяновск облаçӗн, Раççей Журналистсен союзӗсен пайташӗ, Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçачӗн тӗп редакторӗ Елена Николаевна Мустаева 60 çул тултарать.
Елена Федорова (хӗр чухнехи хушамачӗ) Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи Кушлавăш ялӗнче çуралса ӳснӗ. Шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи историпе филологи факультетне пӗтернӗ. Алла диплом илсен мăшăрӗпе Олег Мустаевпа пӗрле Ульяновск хулинче тӗпленнӗ.
Елена Николаевна 1991 çултанпа облаçри чăвашсен «Канаш» хаçатӗнче ӗçлет. Корректор та пулнă, яваплă кăларакан редактор, корреспондент, çырусен, информаци пайӗсен редакторӗ пулнă.

Елена Мустаева (сулахайран виççӗмӗшӗ) ӗçтешӗсемпе: Юрий Михайловпа, Татьяна Вашуркинапа тата Ирина Трифоновапа.
Çавăн пекех Елена Мустаева чăвашла тухса тăракан «Еткер» телепередачăра та корреспондент пулса тăрăшнă, сахал мар сюжет хатӗрленӗ. 2008 çулта асăннă передачăна ертсе те пынă вăл.
2018 çултанпа Елена Мустаева «Канаш» хаçата ертсе пырать. Унсăр пуçне Елена Николаевна пултаруллă çыравçă та – вăл «Аннесене каçараççӗ», «Уй варринче çинçе хăва» кӗнекесен авторӗ.
Елена Николаевна – «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ. Ӗçтешӗмӗре Тутарстанри чăвашсен, «Сувар» хаçат ӗçченӗсен ятӗнчен юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Çăмăл мар ӗçре – тăван чӗлхепе хаçат кăларассинче – малашне те хавхаланса ӗçлеме ăнăçу, çирӗп сывлăх сунатпăр. Ӗмӗтӗрсем пурнăçлансах пыччăр, сире пулăшакансем яланах çумра пулччăр, Елена Николаевна!
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев